Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шаптак (Муркаш ял тӑрӑхӗ)

ШаптакМуркаш районӗн Муркаш ял тӑрӑхне кӗрекен ял. Шупашкартан 50 ҫухрӑмра, Муркашран, район тӗпенчен, 2 ҫухрӑмра ларать.

Тавралӑх

Ял Игарь юханшыв хӗрринче ларать.

Юнашар ялсем

Шаптакпа юнашар ялсем:

Ял кун-ҫулӗ

Ял ячӗ «Шопток» сӑмахран (Лара-тӑра пӗлмен ача) пулнӑ.

1920 ҫулхи утӑн 24-мӗшччен Чикме уесне кӗнӗ, кайран вара Шупашкар уесне пӑхӑнма пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра ял Шурча вулӑсне кӗнӗ пулнӑ. 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче районсене тунӑ хыҫҫӑн яла Тутаркас районне кӗртнӗ. 1939 ҫулхи кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче яла Мӑн Сӗнтӗр районне куҫарнӑ. 1944 ҫулта Муркаш районне туса хунӑ хыҫҫӑн пушӑн 30-мӗшӗнче ял унта куҫнӑ. 1959 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗнче ял каллех Мӑн Сӗнтӗр районӗнче шутлана пуҫланӑ. 1962 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнче ӑна Шупашкар районне кӗртнӗ. Ҫулталӑк ҫурӑ патнелле вахӑт иртнӗ хыҫҫӑн ял Муркаш районӗнче шутланма тытӑннӑ. Халӗ те вӑл района кӗрет.

Ҫулталӑк патнелле ял совечӗ Шаптакрах пулнӑ, 1928 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче Муркаш ял советне кӗнӗ. Хальхи вӑхӑтра Муркаш ял тӑрӑхӗнче шутланать.

Халӑх йышӗ

XIX ӗмӗрти хутсенче ялта 15 кил пулнӑ тесе ҫырнӑ. 1924 ҫулта ялта 97 кил пулнӑ, 560 ҫын пурӑннӑ.

2002 ҫул пуҫламӑшӗнче ялта 166 кил пулнӑ, 428 ҫын пурӑннӑ.

Паллӑ ҫыннисем

Хуҫалӑх

Яла газ кӗртнӗ.

Культура

Вуламалли

  • Моргаушский район. Краткая энциклопедия, 2002 — 154 стр.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-05 19:22:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2941 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем